Хостинг на valuehost.ru. Домен в подарок!
Создание сайтов, оптимизированных под мобильные устройства

Регионсен хушшинчи "Чăваш пики-2015" анлă иртрĕ

Регионсен хушшинчи "Чăваш пики-2015" анлă иртрĕРегионсен хушшинчи "Чăваш пики-2015" анлă иртрĕ

Раштавăн 13-мĕшĕнче Шупашкарти филармони залĕнче чи маттур чăваш пикисем хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Ку конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе тăххăрмĕш хут иртрĕ. Кăçал вăл тата та анлăрах пулчĕ. Хальхинче хамăр республикăри районсенче çĕнсе илнĕ чиперккесемсĕр пуçне çывăхри регионсенчи чăваш пикисем те конкурса килме пултарчĕç. Паллах, тĕрлĕ сăлтавсене пула ăмăртăва Тутар Республикинчен тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчен кăна хутшăнчĕç, анчах та ку пуçламăшĕ кăна-ха.

"Чăваш пики-2015" конкурсра пурĕ вунсакăр хĕр тупăшрĕ. Пĕринчен тепри маттур та пултаруллă пулчĕç вĕсем.

Каласа хăвармалла, яваплă конкурса ЧНК хастарĕсем питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕç. Уявăн режиссерĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Яковлевна Павлова, хореографĕ- паллă балетмейстер Наталья Викторовна Васильева пулчĕç. Вĕсем конкурсанткăсене сцена çинче хăйсене илемлĕ те çыпăçуллă тытма самай вĕрентрĕç.

ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, культура комитечĕн председателĕ Елена Османова, республикăмăрти районсен администрацийĕсем, ентешлĕхсен пĕрлĕхĕсем тата ытти хастарсем те "Чăваш пики" конкурс çÿллĕ шайра ирттĕр тесе вăйĕсене шеллемерĕç.

Уява илем кÿнĕ артистсене, "Уяв" халăх фольклор ушкăнне (ертÿçи Зинаида Козлова), "Каçал" халăх фольклор ушкăнне (ертÿçи Владимир Павлов), "Янтал" ушкăна (ертÿçи Людмила Петухова) уйрăм тав сăмахĕ калас килет.

Пурĕ конкурсра пилĕк тĕрлĕ ăмăрту пулчĕ: хĕрсем хăйсем çинчен каласа пани, ăс, пултарулăх конкурсĕсем, чăваш апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлни тата чăваш çи-пуçне тăхăнса ăна илемлĕ кăтартайни.

Регионсен хушшинчи конкурса сумлă тÿресем хакларĕç. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ енлĕ специалистсем пулчĕç: чăваш наци телерадиокомпани ертÿçи Александр Магарин, чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, ЧНК президиумĕн пайташĕ Александр Капитонов, строительство комбиначĕн директорĕ Павел Вязов, культура училищин балетмейтерĕ Сергей Казаков, "Чăваш пики-2013" Алиса Чайникова. Жюри председателĕ пулма вара ЧР муниципалитетсен Канашĕн ĕç тăвакан директорне Станислав Андреевич Николаева шанчĕç.

Конкурса хутшăнакан чăваш пикисем чăн та пурте тивĕçлĕ шайра хăйсене кăтартма пултарчĕç. Анчах та тÿресем балсене питĕ тĕплĕ шутланă хыççăн, чи çÿллĕ картлашкана Муркаш район пики Виктория Тихонова хăпарма пултарчĕ, иккĕмĕш вырăнта Тăвай пики Анастасия Гурьева пулчĕ. Номинацисенче çĕнтерекенсем:"Чи хÿхĕм пике" - Канаш хулинчен килнĕ Ольга Зайцева,"Чи çепĕç пике" - Комсомольскинчи Диана Карпова, "Ăс пике" - Етĕрне районĕнчен килнĕ Анастасия Матвеева, "Куракансем кăмăлланă пике" - Вăрнар хĕрĕ Олеся Никитина пулчĕç. Тутарстанри Эльмет районĕнчен килнĕ Карина Григорьевăпа Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăлнă районĕн пики Наталья Портнова та хăйсене самай лайăх шайра кăтартрĕç.

Кăçалхи конкурс кăтартăвĕ чăн та çÿллĕ шайра пулнине ЧР Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Константин Геннадиевич Яковлев хăй куçĕпе курса ĕненчĕ. Вăл "Чăваш пики-2015" конкурса пысăк хак пачĕ.

Çĕнтерÿçĕ - пикесем ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн , Культура министрĕн Константин Яковлевăн аллисенчен хаклă парнесем илсе чыс курчĕç. Парнесене илме ырă чунлă спонсорсем пулăшрĕç.

"Чăваш пики" - 2015 ята тивĕçнĕ Виктория Тихонова вăтăр пинлĕх путевкăпа çулла Крымра тинĕс хĕрринче хĕртĕнĕ. "Вице - Чăваш пики" Анастасия Гурьева малашне уявсенче паллă халăх ăсти Людмила Балтаева хатĕрленĕ тухъяна тăхăнса çÿрĕ.

ЧНК ертÿçисем ку чаплă конкурса хатĕрлесе ирттерме пулăшнă хастарсене пурне те чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ, ялан пĕрле ăнланса , пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме сунаççĕ.

Теги:Теги: Чаваш пики